Уйăх хăю ывăтса
Кÿль çийĕн кĕпер хывать.
Сĕтеклĕ симĕс курăкĕ
Выртса канма йыхăрать,
Пуç тайса ылтăн чечекĕ
Çĕнĕ кунпа саламлать.
Шурăмпуç кăшт палăрсан
Карта пуçĕ çĕкленет,
Хур-кайăка вăратса
Малалла вĕçме чĕнет.
Хур картисем тÿпере
Какăлтатса иртеççĕ,
Акă ĕнтĕ тĕнчене
Çу кунĕсем çитеççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ сасăпа
Янраса тăрать вăрман.
Вĕçет куккук авăтса
Сасă каять ян! Та ян!
Шăпчăксем юрă юрлаççĕ,
Таврана илем кÿрсе,
Хĕвел шевлисем выляççĕ
Кÿль шывĕнче чÿхенсе.
Курăк хушшинче çырла
Тутанса пăхма сĕнет.
Савнăçпа кăкăр тулса
Тÿпенелле вирхĕнет.
Пĕр кунхине çанталăк
Ир çинченех улшăнчĕ.
Хура пĕлĕт туртăнса
Хĕвел тарса пытанчĕ.
Кĕмсĕртетет çÿл тÿпе
Калăн тимĕрçĕ ĕçлет.
Çуталса каять хутран
Çиçĕм вут-хĕм сирпĕтет.
Хăрушă çил тухса кайрĕ
Асар-писер алхасать.
Шурă акăш çитсе ÿкрĕ
Халран кайнă нăйкăшать.
Кÿльçийĕ юнпа пĕвенчĕ
Суранланă мĕскĕне,
Мĕнле путсĕр ал çĕкленĕ
Илем кÿрен кайăкне.
Çиçĕмĕ çиçет хаяррăн
Тĕнче пĕтнĕн туйăнать,
Таврана каçхи сăн çапнă
Хăрушлăх хуçаланать.
Йывăçсем те авăнаççĕ
Çилĕ ытла урнăран,
Чĕрчунсем тарса пытаннă
Тискеррĕн курнать вăрман.
Кайăк мана асăрхарĕ
Ман патăма туртăнать.
Чарăна пĕлмест çумăрĕ
Пĕр вĕçĕмсĕр чашлатать.
Нимĕн пĕркенсе тăмарăм
Чупрăм кÿлĕ хĕррине,
Нимĕскер те шутламарăм,
Сикрĕм кÿлĕ варрине.
Кайăка шывран ачашшăн
Йăтса тухрăм çырана,
Ман çине акăш йăвашшăн
Тинкерчĕ те: «Тав сана».
Кĕмĕл тĕкĕсем хĕрелнĕ
Юн тапать суранĕнчен,
Мĕнлерех халне çитернĕ
Епле тупнă-ши çулне.
Пур ĕçе те пăрахатăп
Манăçнă вăйă-кулă,
Сиплĕ курăк шыранатăп.
Кÿлĕрен йăтап пулă.
Çĕр çĕрлетĕп, ир çинчен
Эмеллетĕп суранне,
Кĕрхи кунсем çитиччен
Сыватасчĕ мĕскĕне.
Кунĕ кунсерен иртет-ха
Çулçăсем пĕветĕнеç,
Кĕрхи сивĕ çывхарать
Çуллахи кунсем çĕтеç.
Вăхăт самаях иртрĕ-ши
Акăш вĕçрĕ çÿлелле,
Тав тума та çитермерĕ
Çĕтрĕ сенкер тÿпере.
Тем вăхăтчен тÿпере
Эп шырантăм акăша,
Кайăк çавах курăнмарĕ
Ÿкрĕ темĕн кăпăшка.
Ĕмĕрлĕхе вĕçсе кайнăн
Тĕк хăварчĕ ÿкерсе,
Ăнсăртран ÿкерчĕ, тейĕн,
Е шанмарĕ çĕклессе.
Ăнкартмарĕ шурă кайăк
Йывăç чунлă усала
Ăраскала илсе кайрĕ
Хăр тăлăха хăварса.
Халĕ ним те илĕртмест
Тунсăх витрĕ чĕрене,
Юрату анчах çĕтмест
Савнă чунăн ăшĕнче.

Васкавран ырри çук

Суту-илÿ центрĕн залĕнче халăх лăк тулли. Калăн тата юлашки кунсем çитнĕ те, çынсем мĕн пур тавара, кирлĕ-кирлĕ марне те туянаççĕ, тесе. Анчах та, тупсăмă ку пулăмăн çиелте выртать: ыранхине саккăрмĕн март, хĕрсемпе арăмсен кунĕ, вăт арçынсем ăшталанаççĕ те парне суйласа. Çавăнпа та ĕнтĕ туянакансем хушшинче ытларах арçынсемпе каччăсем: хăшĕ арăмне валли шыранать парне, хăшĕ савнине.


Пĕр уйрăмран тепĕр уйрăм патне çÿреççĕ, хăш парне туянсан килĕшÿллĕрех, кăмăллăрах пулать-ши, тесе сйланса. Чылайăшĕн сăн-пичĕ çинче парне туянасси уншăн пĕртте савăнăç кÿменнине вулама пулать уççăнах, çавах та арăмĕн кăмăлне хуçас мар тесе çÿреççĕ, шыранаççĕ парне. Хăшĕ вара пĕр тшкĕрмесĕрех, алла мĕскер лекнĕ çавна çийĕнчех туянать. Ара, парне лаша мар, шăлĕнчен пăхмаççĕ, тата парнерен хакли тимлĕх уйăрни, теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çимун, лавккана кĕрсен, тÿрремĕн хăйне кăсăклантаракан уйрăм патне çул тытрĕ.


Икĕ-виçĕ эрне каярах кунта арăмĕпе кĕрсен, вăл мăшăрĕ хаклă йышши чултан ăсталăнă ещĕке çав тери, куç хывмасăр пăхнине курнăччĕ. «Ку чăн-чăн патша майрисен ещĕкĕ евĕрех! Эпĕ ăна хамăн сĕтел çине вырнаçтарса сăрланмалли хатерсене унта вырнаçтарнă пулăттăм», – тере ун чухне мăшăрĕ шухăш-ĕмĕте путса. Арча чăннпе те питĕ илемлĕ, вылянса тăрать çутă çинче. Каярахпа та темиçе хутчен те аса илчĕ вăл ещĕке. Çавах та, йăл-кулса: «юрĕ ĕнтĕ. Пире тумбочкăра тытсан та аван», – тесе лăплантарчĕ хăйне. Куçĕсем вара унăн çав-çавах ĕмĕтленетчĕç ку арчашăн.


Çимун арăмне валли питĕ те туянасшăнччĕ, анчах хакĕ шиклентерчĕ. Хальхинче вара, хăйĕн акцийĕсене, машина запас пайĕсене тупăшлă сутма май килсе, укçаллă пулчĕ. Арăмĕ мĕн тери савăнса хĕпĕртессе шанчĕ вăл! Эпир кашни ĕмĕт пурнăçлансан ача-пăча пек савăнмастпăр-и, ĕмĕтленнĕ япала алла лексен? Тата Çимун паллă сăмахсем çыртарас терĕ арча çине. Ÿнерçĕ юлашки саспаллисене чул çинче çыратчĕ, çимун патне Ухваниç çывхарчĕ.