Айăпĕ пĕр ун çинче.
Телее, Амур çитет,
Вăратать вăл сăнăпа,
Ещĕке часах леçме
Сĕнет вăл Психейăна.
Турăшсен патши патне
Хăй васкавлăн вĕçтерет,
Савнийĕ хутне кĕме
Вăл патшана тилмĕрет.
Зевс Амурăн сăмахне
Тăнласа итлет тимлĕн.
Юрату асамлăхне
Хăй çинче пĕлет чупкăн.
Леда ятлă арăма
Акăш пулса илĕртнĕ.
Тепĕрин вĕчи çине
Çумăр пулса тăкăннă.
Арăмĕ вара хăйĕн
Тĕшмĕртет кил таврашра.
Çавнашкал-ши, тен, шăпи
Пĕтĕм влаç пĕр алăра.
Çавăнпа та-ши тен,
(Халапсенче хурав çук).
Пикене хута кĕрсе
Вилĕмсĕрлĕх парнелет.
Хăйĕнчен вăл чаплă туй
Çамрăксене йĕркелет.
Чĕрере пур юрату
Темĕне те çĕнтерет.
Ациспа Галатея
Ешĕл курăк пур çĕрте
Çитĕнеççĕ çимĕçсем.
Йыхăраççĕ хăй патне
Ывăçпа виноградсем.
Хумханать тинĕс йăвашшăн,
Çуйхашаççĕ кайăксем,
Хĕвелĕ пăхать ачашшăн —
Çăтмах тейĕн ку çĕре.
Кашни кун пĕр вăхăтра
Хĕвел çÿллĕ çĕкленсен,
Килсе тухать тинĕсрен
Ытарма та çук пике.
Хыçĕнчен хумсем сирсе
Татах тухаç пикесем.
Ку тинĕс патши Нерей
Илĕртÿллĕ хĕрĕсем.
Пуринчен те хитререх
Галатея пулнă теç.
Тинĕсри моряксене
Пулăшу кÿнĕ вăл çеç.
Сывлăша хумсем хăрушшăн
Çĕкленеç-и хăмсарса,
Карапсене айлĕн-çийлĕн
Çавăраç-и путарса.
Çак йышши çанталăкра
Галатея пĕр шанчăк:
Хумсене лăплантарма
Çителĕклĕ пĕр авăк.
Халь кăна хаяр хумсем
Çак хĕр çепĕç сассинчен,
Майĕпен пĕчĕкленсе
Çухалаççĕ тинĕсре.
Çÿллĕ тури шăтăкра
Пурăннă сăнсăр циклоп,
Кĕтÿ кĕтнĕ айлăмра
Хевтепе пулнă улăп.
Сăрт çийĕпе çумăрта
Кĕтĕвне вăл çÿретнĕ,
Хысаксене хушăран
Катмакпала тĕпретнĕ.
Пĕр шухăшсăр çак таран
Иртттернĕ вăл ĕмĕрне,
Шăхличепе выляса
Хăш чух юрă сĕрленĕ.
Тен, çавнашкал малалла
Пурнăçĕ пыратчĕ-ши:
Кĕтĕвне ертсе çыра
Килсе тухма пÿрнĕ-ши?
Сăрт çамкинчен инçете
Тинкерет циклоп тимлĕн,
Хумсем тинĕс çийĕпе
Шăмпăлтатаççĕ лăпкăн.
Хăйĕн пысăк кÿсекне —
Карап мачтипе пĕр тан,
Пăрахать çерем çине,
Кăларать шăхлич унтан.
Шăхличĕ вĕрсен, тавралăх
Сисчÿвленсе шăпланать.
Кайăк-кĕшĕк самантрах
Хăй йăвинче пытанать.
Акă, шыв çине сирсе
Ылтăн хĕвел тухнă пек,
Циклопа тĕлĕнтерсе
Килсе тухрĕ сар пике.
Полифем куç чакăртса
(циклопа çапла чĕнеç),
Сывлама та чарăнса
Пăхса ларать ун çине.
Асамлă курăну, тейĕн,
Шикленет çухаласран.
Галатея – пур – шыв çийĕн
Киленет чăмпăлтатса.
* * *
Полифемăн сăнарне
Уçса пама питĕ хĕн,
Илес-милес сăн-питне
Кăтартма сăмах çук-мĕн.
Лăпăс-лапăс çÿçĕсем
Çумăрта çеç шыв кураç,
Ÿссе кайнă сухалсем
Пĕтĕмпех питне сăраç.
Пĕртен-пĕр куç циклопăн
Вырнаçнă çамки çинче,
(Халь куратăр, ав, хăвăр
Шăнăçмасть сăмахсенче).
Çак сехмет сар пикене
Пĕрре курсах куç хывать,
Астаррăн вăл тинкерет
Хăрах куçĕпе шыва.
Кам юраттăр эсреле
Сăн-сăпатсăр усала.
Тирпейленме Полифем
Кăнтăралла çул тытать.
Катмакпа çÿç якатма
Тытăнать вăл çитсенех,
Çăлăнаççĕ пайăркан
Тусăнса пĕтнĕ çÿçсем.
Чÿхенсен çăмăлтарах
Пулатчĕ-ши якатма?
Хĕн пулĕ çав, сахалрах
Ăс пулсассăн пуçăнта.
Çап-çутă çивчĕ çурла
Кăларать вăл кĕтесрен,
Сухалне ывăçласа
Кĕскетме хатĕрленет.
«Тирпейлерĕм сăн-пуçа», —
Кÿленчĕкрен тинкерет.
Чунсăрне анчах шута
Вăл илмен-тĕр, куçкĕрет.
Канăçа циклоп çухатнă
Çемĕçелнĕ чĕрипе.
Çавах та ăна шăпа
Пиллемен-тĕр телейне.
Полифем пĕлмен пикен
Ацис – савнă каччи пур.
Кăмăллаççĕ пĕр-пĕрне —
Яшсен çирĕп юрату.
Кăпăклă хумсем чупаççĕ,
Кăпăклă хумсем сирсе.
Тĕл пулаççĕ савăнса
Галатеяпа Ацис.
Çĕркаçа мĕнле чăтса
Шурăмпуç çывхарнине
Вĕсем кĕтнĕ хумханса
Теприне çитессине.
– Ырă кун сана, савниçĕм! —
Хумсем витĕр сас çитет.
– Ырă кун, çутă телейĕм! —
Хирĕçле хурав вĕçет.
Çĕнĕ кун – çĕн йăл-кулу
Туйăмсем çирĕпленеç.
Савнипеле калаçу
Чĕрене килентерет.
Çыр тăрăх вĕсем çÿреççĕ
Алла-аллăн тытăнса,
Полифем сăнать çиллессĕн
Юратăва ăмсанса.
Кĕтÿне ертсе çыра
Килсе тухать вăл, курать.
Алла-аллăн тытăнса
Ациспа пике утать.
Полифем сăнĕ хăрушшăн
Кайăк та çумĕн вĕçмест.
Тинкерен куçĕ юнавлăн
Тутисем ун шăл йĕреç.