Машина çине вырнаçсан, мотора хускатрăм та, аçа çапнăн вирхĕнтĕм ку вырăнтан. Халиччен те çакăн пек хăвăртлăхпа çÿресе курманччĕ. Тапхăр-тапхăр мĕлке çавара юлмарĕ, хыçри ларкăчсем çинче ларса пынăн туйăнчĕ. Çакă туйăм вара тата та хăвăртлăха ÿстерме хистерĕ. Юрать-ха, манăн телее çакă каç хирĕç килекен машинăсем пулмарĕç.
Çурт тĕлне çитсен, машинăна картишре вырнаçтартăм та, пирус туртса ятăм йÿçĕ тĕтĕме мăкăрлантарса. Тĕтĕм çÿлелле çĕкленет те сывлăшра сирĕлет. Урамра хунар çутатаççĕ юпасем çинчен, каçхи тÿперен çăлтăрсем. Хваттер кнтăкĕсенче унта-кунта çеç çутă палăрать, чылайăшĕ канлĕ ыйăха путма та ĕлкĕрнĕ. Пирĕн таврашра ытларах ватăсем пурăннăран, кунта тĕлĕнмелли темĕнех çук пулĕ. Пируса мăкăрлантарса пĕтернĕ хыççăн эпĕ те хваттере иртме васкарăм. Подъезд алăкне уçнăччĕ çеç чĕрене çурасла кăшкăрса кушак тухса сирпĕнчĕ подъездран.
Чĕре калт! çеç турĕ. Кушака вăрçнă хыççăн, çавах тĕттĕм подъезда иртрĕм. Миçе лампочка илсе лартман-ши, эрне те çутатмасть, кам та пулсан пăрса илетех. Асăрханса картлашкасем тăрăх çĕклентĕм хваттер патне çити, алăка уçса иртрĕм.
Каçхи апат хыççăн чылай та лармарăм, вырăн çине вырнаçрăм. Куçсене хупнăччĕ çеç, каллех çавă мĕлкен ячĕ килсе тухрĕ куç умне. Апполинария Галактионова. Кам пулнă вăл? Хăш вырăнта ĕмĕр ĕмĕрленĕ? Ыйтусем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç пуçăмра. Çавах та ыйхă хăйĕн авăрне тыткăнларĕ тыткăнларех…
Тепĕр кунхине ир çинченех, вăхăт сакăр сехет иртерехпе хулара вырнаçнă архива çул тытрăм. Иртнĕ пурнăç, пулам çинчен архивра хутсем пулма тивĕçех вĕт. Паянхине вăл хăть мĕне те компьютер çинче шырав йĕрки çинче çыратăн та, çавăнтах пурте куç умне тухса тăрать. Хăть кама та тупма май пур, енчен те хăçан çын çуралнă, хăш хулара пурăннине пĕлсен тĕппи йĕрĕпе пĕлтерет. Çавăн чукхне вара кун пирки ĕмĕтленме кăна юлатчĕ, мĕнле-тăр пĕлÿ кирлĕ чухне ăçта кăна çитме тÿр килместчĕ-ши. Эпĕ архива çитнĕ çĕре унта ĕç вĕресе тăратчĕ, çавăнпа та кăшт кĕтерех тăмалла пулчĕ, кам-тăр асăхасса шанса.
– Ырă кун пултăр, – чĕнтĕм хайхи çуммăн иртсе пыракан пикене.
– Ырă çеç, – хирĕç хуравларĕ пике, – сире мĕн-тăр кăсăклантарать? – ман çине тинкерсе пăхрĕ вăл.
– Манăн архив докуменчĕсенче пурччĕ кăсăк, – тÿрремĕн патлаттарса хутăм.
– Тăвансем пирки? Е тата мĕскер?
– Çук, пачах урăх. Çавах та хальхи самантра питĕ кăсăклантарать.
– Хăш тапхăр интереслентерет?
Эпĕ кăшт çухалса кайрăм, ара, çулĕсем пирки пăхма пуç та çитеймерĕ, тата тĕттĕмре ăçта унта тĕм те пĕр шыранма. Çавах та:
– 1900 мĕш çултан 1930 мĕш çулсем, – терĕм.
– Кăштах кĕтерех тăрăр. Халĕ пăхса илетĕп, мĕскерпе сире усăллă пулма пулать, – пике çаврăнса утрĕ çывăх кабинета, эпĕ вырăнта юлтăм. Вăхăта ирттерес шутпа стена çине çыпăçтарнă хуисене вуларăм. Кăштахран пике кутăн тухрĕ те, ман пата çывхарса:
– Каçарăр та, анчах сире интереслентерекен хутсем çук. Çавах та сире музея кайса пăхма канаш пама пултаратăп. Унта пĕтĕмпех пулма тивĕç.
– Таймапуç. Каçару ыйтатăп сире ахальтнех чăрмантарнăшăн. Чипер юлăр, – тесе тухса кайма кăна юлчĕ ĕнтĕ мана.
Малалла нимĕн тума аптраса, машина çине вырнаçрăм. Музейра пулшу кÿме пултарасса шанчăк сахал та, анчах манăн урăх ниăçта та тупма çук интереслентерекен хыпара. Вăхăт майĕпен шуса вуникĕ сехет те çитетчĕ-ши, музей умне пырса чарăнтăм. Музейре пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленетчĕç пулас, пурте вырăнта. Пĕр музейăн сотрудникĕ патне çывхарса ыйтрăм хама кăсăклантаракан документсем пирки. Çийĕнчех темиçе папка кÿрсе хучĕ ман уман ума пике. Тимлĕн вулама пикентĕм хутсене, анчах мĕнле шырансан та пĕр хут çинче те Галактионова Апполинария çинчен асăнни çук. Икĕ хутчен асăнни пурччĕ ку хушамата, анчах арçынсем. Тен, тăванĕсем, мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пуррине те тупмарăм. Тав туса музейран тухрăм, çăва патне кайса тепĕр хутчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа. Тен, палăк мĕнле-тăр шухăш парĕ, куçа уçĕ?