– Эпĕ сире тухса кайма та ĕлкĕрнĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, çавах та, сас парса пăхас терĕм, – чĕнчĕ хайхи Çимуна курсан.


– Каçару ыйтатăп, эсир, Ирина, паянхине килесси пирки мансах кайнă, – кăшт кăмăлсăррăн (ара, пике пуласса шанса тăнăччĕ-çке, ĕмĕтленнĕччĕ) хуравларĕ каччă.


Халĕ ак, ку хĕрарăм куç тĕлне тухса тăрсан, каçхине пуçсăр хăтланса тусĕсене хăнана чĕнни тесе аса килех кайрĕ. Çав тĕлĕшпе Иринăна сĕтел çине хатĕрлеме чĕннĕччĕ. «Çук, кун пек чылай ĕçме юрамасть», – хăйне ятласа илчĕ çав хушăра каччă. Ĕçре Çимуна карьерăпа пĕр картлаша çÿлелле çĕклерĕç те, çав савăнăçа паллă тума хатĕрленнĕччĕ-çке.


– Ыльăм, Çимун, енчен те эсир хирĕçлеместĕр-тĕк, эпĕ кăнтăр вăхăтĕнче мăнука хампа пĕрле илсе килесшĕнччĕ. Атьсем хăнана каяççĕ те, ачана хăварма никампа çук. Эсир ан пăшăрханăр, вăл сире пĕртте чăрмантарас çук. Пуплеме юрать те ĕнтĕ, ку темĕнех мар.


– Тархасшăн. Кун пирки сăмах та çук, Ирина! Çавăтса килĕрех. Анчах та мана апат-çимĕç туянмалли списокне хатĕрлесе параймăр-ши? Эпĕ халĕ кайма хатĕрленетĕп. Тата енчен те эсир килĕшсессĕн, çула май ачăра хамах машина çине лартса килме пултаратăп. Хирĕçлеместĕр пулсан, паллах…


– Чăн та-и? Тавтапуç, ыльăм. Эпĕ халĕ тирпей кÿртем-ха хваттере, ирхи апат хатĕрлем. Аня килет-и? – çавах кăсăкланмасăр юлмарĕ Ирина.


– Çук, – татăклăн хуравларĕ хирĕç каччă.


Ирина текех тĕпчемерĕ, çамрăксем хирĕçеççĕ те, мирлешеççĕ те – пурнăç вĕт вăл, ача-пăча вăйии çеç мар, унăн мĕскер ĕç пур çамрăксем хушшинче. Килмест-тĕк – килмест. Хăйсен ирĕкĕ. Иринăн хăйĕн те пуç ватмалли шухăшсем туллиех.


Çимун тумланнă хушăра темиçе хутчен кĕсъере караслă телефон шăнкăравларĕ: туссем, амăшĕ пулчĕ. Аня çав-çавах шăнкăравламарĕ. Те ĕнтĕ хăй пĕрремĕш шăнкăравласса кĕтет? Епле пĕлсе çитейĕн мĕскер унта, пикен пуçĕнче?


Каçхине çилленнипе, каччă пике тухса кайни аван тенĕччĕ. Çитменне хĕр пĕр çук çĕртенех унăн кăмăлне пăсса хăварчĕ. Паян вара унсăрăн кичем, темĕн çитмест пек. Хваттер пушанса юлнăн туйăнать. Темех мар, иртсе каять тесе çавах хăйне йăпатма тăрăшрĕ. Çветтуй вырăн пушă пулмасть темеççĕ-и-ха? Урама тухса пĕр хутчен кăна ши-и! тесе шăхăрсан çавăнтах тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ кĕтесрен хĕрсем пуçтарăнаççĕ. Каярахпа ÿкĕнме те ĕлкĕрĕ-ха. Виçмине Çимунăн амăшĕ каллех çемье çавăрасси пирки сăмах хускатнăччĕ, мăнуксем кирлĕ, имĕн! Мăнуксем! Вĕсем кăна çитместчĕç Çимунăн пурнăçĕнче.


Çав калаçу вăхăтĕнче каччă амăшне хыттăнах каларĕ, манăн пурнăçа ан хутшăн тесе. Халĕ, ав, аса илчĕ те – ÿкĕнчĕ чĕлхине тытса чарайманнишĕн. Унта та кĕрсе каçару ыйтмалли çинчен манăçтармалла мар терĕ хăйне, хатĕрленнĕ май.


Çула майăн каччă пылак апат-çимĕç лавккине кĕрсе амăшĕ валли пылак кукăль туянчĕ. Ара, амăшĕн чĕрине кăшт та пулсан çемçетмелле-çке-ха. Унтан тепĕр лавккара Ирина ырса панă списокпа апат-çимĕç туянчĕ те алăри сехетне пăхса илнĕ хыççăн Иринăн мăнукĕ патне çул тытрĕ. Хăй çывхарса пынине телефонпа шăнкăравласа систерсе хучĕ. Ирина хĕрĕ ăна урамра калинкке умĕнче кĕтсе илчĕ. Пилĕк çулхи хĕрача шурă тĕслĕ кĕпепе, çÿçне илемлĕн çеç пуçтарнăскер, амăшĕн аллинчен тытса тăрать.


Çимун машинан малти алăкне уçрĕ те:


– Вырнаçăр, чиперккем. Мĕн тери илемлĕ сирĕн çÿçĕр! – терĕ.


– Çимун, мухтасси пирки асăрхануллă пулăр, ача питĕ кăмăллать мухтанине. Ĕнер ирхине кăна манран: «Анне, мĕскер пулать вăл илĕртÿçĕ?» – тесе ыйтрĕ. Ăнлантарса патăм, çавăнтах: «Ара, ку вĕт пĕтĕмпех ман çинчен», – тет. – Йăл-кулупа каласа пачĕ хăрачан амăшĕ, пепкине машинăна вырнаçтарнă май.


Хĕрача сăмсине каçăртса малалла тинкернĕ хушăрах юбкине тирпейлерĕ. Унтан вара аллисене чĕркуççийĕсем çине хучĕ. Амăшĕ юлашкинчен вĕсене алă сулчĕ те машина хускалса кайрĕ.